ЧНКан Шупашкар районĕнчи уйрăмĕ паллă çынсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ „Паллă пулма тивĕçлĕ” конкурс ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Сумлă комисси членĕсем районти шкулсенчен тăратнă сăвă-хайлавсене пăхса тухрĕç. Паха ĕçсене малти вырăнсемпе хакларĕç, пичетленме тивĕçлĕ ĕçсене „Тăван ен” хаçата çитерчĕç. Пирĕн Тренкасси шкулĕнчен те Васильев Максим, Николаева Валерия, Алекссева Кристина хăйсен ĕçĕсемпе палăрчĕç, 1-мĕш, 2-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕç.