Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче регионсенчи вĕренекенсем хушшинче „Реклама тĕнчи” конкурс пулса иртрĕ. Тренкасси вăтам шкулти 9-мĕш класра вĕренекен Васильев Максим „Чи лайăх буктрейлер” номинацие хутшăнчĕ.  Геннадий Волков академик çуралнăранпа 95 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ ĕçĕпе 2-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Максима саламлатпăр, малалла та ăнăçусем сунатпăр.