Ку вĕренÿ çулхи предметсем хушшинчи ăмăртăва тăван чĕлхене юратакансем уçрĕç. Тренкассинчи вăтам шкултан вуннăн хутшăнма кăмăл турĕç. Шкул чысне чăннипех те çÿллĕ шайра хÿтĕлерĕç: çĕнтерÿçĕсем – Бодрова Юлия (8 класс), Алексеева Кристина (10 класс), Николаева Валерия (11 класс); призерсем шутне çаксем кĕме пултарчĕç – Антонова Карина, Александрова Валерия, Никитина Анна, Васильев Максим, Васильев Евгений. Маттурсем! Сире малалла та ăнăçусем сунатпăр.