2022 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хушшинче регионсен „Тăван чĕлхе вăрттăнлăхĕсем” интернет олмпиада иртрĕ. Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе кафедри йĕркеленĕ. 109 вĕрентекен хутшăнса 20 ыйту çине хуравланă. Çак олмпиадăра Тренкасси вăтам шкулĕнчи тăван чĕлхипе литературине вĕрентекен Ираида Аркадьевна Фомина çĕнтерÿçĕ пулса тăма пултарчĕ.