Нарặс уйặхĕн 26-мĕшĕнче  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисен регионсен хушшинчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиади иртрĕ. Ăна Чӑваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, «Эткер» центр тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йӗркеленӗ.

Вырặс чĕлхиллĕ шкулсен чысне пирĕн, Тренкасси шкулĕн 11 класра вĕренекенсем Васильев Михаил,  Щербакова Олеся, 10 класра вĕренекен Николаева Валерия, 9 класра вĕренекен Алексеева Кристина  хÿтĕлерĕç.              

Олимпиада виçĕ  сехет хушши пычĕ. Васильев Миша  çак  тупặшура призерсен шутне  кĕме  пултарчĕ. Ытти вĕренекенсем те малтанхи вунă вĕренекен ушкăнне кĕме пултарчĕç. Паллах  ку  çитĕнÿ  пирĕн  шкулшặн  пысặк  пĕлтерĕшлĕ.

Олеся Щербаковăна, Валерия Николаевăна, Кристина Алексеевăна  малалла та  ặнặçу, Мишăна  татах та пысặк  çитĕнÿсем  сунатпặр.