Раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен „Чăваш чĕлхипе литература тата КРК хальхи вăхăтри шкулта”  дистант мелĕпе X фестивалĕ иртрĕ. Фестивале Сăрпа Хусан чиккине тунисен паттăрлăхне халалласа ирттернĕ. 13 вĕрентекен чăваш чĕлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе уроксем, класс тулашĕнчи ĕçсем тăратнă. Фестиваль тупăшăвĕнче пирĕн шкулта тăван чĕлхене вĕрентекен Ираида Аркадьевна Фомина çĕнтерÿçĕ пулма тивĕçлĕ пулчĕ. „Çăлтăрсен ячĕсем пирĕнпе юнашар пурăнакан халăхсен чĕлхинче” темăпа ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçне комисси членĕсем пысăка хурса хакларĕç.