2021 çулхи чÿк уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин районĕсенче чăваш чĕлхипе литературин черетлĕ олимпиади иртрĕ. Шупашкар районĕнче 7-11 класра вĕренекенсем муниципал тапхăрĕн олимпиадине хутшăнчĕç. Тренкасси вăтам шкул вĕренекенĕсем те, пурĕ 10 ача тăван чĕлхепе литературине чи лайăх пĕлнине кăтартас, пуринчен те маттур пулнине çирĕплетес тесе тăрăшрĕç. Вĕсенчен 5-шĕ çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕç: Никитина Анна, Васильев Максим, Алексеева Кристина, Щербакова Олеся, Васильев Михаил. Районта çĕнтерекенсем республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнасса шансах тăратпăр, вĕсене ăнăçу сунатпăр!
Тăван чĕлхене юратакансен çĕнтерĕвĕ
- Подробности