Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче 5-11 классенче чăваш чĕлхине юратса вĕренекенсем хушшинче олимпиада иртрĕ. Çак тупăшура 16 вĕренекен чăннипех те тăван чĕлхене тарĕн пĕлнине кăтартрĕç: кашни ыйтăвах туллин хуравлама тăрăшрĕç. Уйрăмах çак вĕренекенсем пысăк балл пухма пултарчĕç: Щербакова Олеся (11кл.), Васильев Михаил (11кл.), Алексеева Кристина (9кл.) Смирнова Анна (8кл.), Васильев Максим (8кл.), Бодрова Юлия (7кл), Антонова Карина (6кл), Щербаков Константин (5кл.) Шкулта палăрнă 7-11 класра вĕренекенсем район шайĕнче иртекен олимпиадăна хутшăнма хатĕрленеççĕ. Ăнăçу сунар вĕсене!