"Пушкин картти" программӑпа усӑ курса Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ Д. В. Семёнов ячӗпе хисепленсе тӑракан Тренкасси шкул вӗренекенӗсем К.В.Иванов ячӗллӗ драма театрне Н.Мранька романӗпе лартнӑ "Ӗмӗр сакки сарлака" спектакль кайса курчӗҫ. Паллӑ ҫыравҫӑн революци умӗнхи чӑваш халӑх пурнӑҫне кӑтартса паракан хайлавӗпе хаваспах паллашрӗҫ.