Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа ирттернĕ „Мăн асаттесен чĕлхи” („Язык предков”) конкурса пирĕн Тренкасси шкулĕнче 11 класра вĕренекен Щербакова Олеся активлă хутшăнчĕ. Ухсай Яккăвĕн „Ки-как хуркайăк” сăввине вуласа 1-мĕш, тăван чăваш тумне тăхăнса ÿкернĕ фотопа 2-мĕш вырăнсене тухма пултарчĕ. Çавăн пекех вĕрентекенсем те тĕрлĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартма пултарнă.  „Класс тулашĕнчи мероприятин фрагменчĕ” номинацире Ираида Аркадьевна Фомина  мала тухса Гран-При илме тивĕçлĕ пулчĕ.

Çакна каласа хăвармалла, Раççей шайĕнчи тупăшура çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен кашни халăх вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем хутшăннă.