Нарặс уйặхĕн 26-мĕшĕнче  И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисен регионсен хушшинчи чăваш чĕлхипе литературин олимпиади иртрĕ. Вĕренкенсем хĕрÿ ĕçе пуçăнсан вĕрентекенсене пĕр аудиторине пуçтарса „Чăваш арчи” урок ирттерчĕç. Урока йĕркелекенĕсем филологи факультетĕнчи студентсем пулчĕç. Урок питĕ усăллă та кăсăклă пулчĕ. Хамăра валли шкулта ачасемпе ĕçлемелли нумай ĕç илтĕмĕр. Юлашкинчен асăнмалăх пурте пĕрле ларса сăн ÿкерттертĕмĕр.