Сăр тата Хусан хÿтлĕх чиккисене тунăранпа 80 çул çитнине халалласа иртернĕ „Тăван халăхăмăрăн тылри паттăрлăхĕ” сочинени конкурсне хутшăнса пирĕн Тренкасси вăтам шкулĕн 11 класĕнче вĕренекен Щербакова Олеся хамăр район вĕренекенĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Акă тата тепĕр лайăх хыпар пĕлтĕмĕр: çак сочинени „Халăх шкулĕ” журналăн 5 номерĕнче пичетленме тивĕç пулнă иккен. Савăнатпăр та, мухтанатпăр та эпир Олеся çитĕнĕвĕсемшĕн. Ăна малалла та вĕренÿре, тĕрлĕ конкурссенче ăнăçусем сунатпăр.

ozio_gallery_nano