Чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Тренкасси вăтам шкул вĕренекенĕсем  К.И.Иванов ячĕллĕ драма театрĕнче „Эп сÿннĕ чух – эс çун! (Угаснет свет во мне, а ты гори!)” драма курчĕç. Драмăра пирĕн ентеш Н.Я.Бичурин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать.  Çак премьерăна курассине пĕтĕм Шупашкар район вĕренекенĕсемшĕн йĕркеленĕ. Тĕлĕнмелле чуна пырса тивмелле вылярĕç артистсем. Хамăр ентеш çинчен халиччен пĕлменнине те нумай пĕлтĕмĕр. Питĕ усăллă иртрĕ курав.

ozio_gallery_nano