Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Наци радиовĕнче 16 сехет те 10 минутра тÿрĕ эфира „Самана таппи” кăларăм тухрĕ. Çак передачăна шкулта чылай çул пĕрле ĕçлекен мăшăрсене Красноармейски шкулĕнчен Виталий Михайлович тата Зинаида Петровна Михайловсене, Тренксси шкулĕнче 32 çул вăй хуракан Викентий Геннадьевичпа Ираида Аркадьевна Фоминсене чĕннĕ. Тĕрлĕ ыйту хускатрĕç тĕлпулура. Шкулта та, килте те кашни кун пĕрле тата пĕр ĕçе туса пыни мĕнлерех вăл: пĕр-пĕрне чăрмантарать е пачах та урăхла. Тăван чĕлхе шăпи пирки те сăмах хускатрĕç. Радио итлекенсене передача кăсăклантарчĕ пулмалла: тĕрлĕ ыйтусемпе, сĕнÿсемпе эфира тухрĕç.

ozio_gallery_nano