Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн 11-мĕш Аслă Пухăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, регионсенчен килнĕ хăнасем, чăвашлăха аталантарассишĕн тăрăшакан хастарсем хутшăнчĕç. Пирĕн, Шупашкар район делегачĕсемпе пĕрле çак Пухура Ираида Аркадьевна Фомина пулчĕ.

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри регионсенче те хӑватлӑ янӑратӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ.

Аслӑ Пухура конгресӑн ҫӗнӗ президентне суйларӗҫ. Çак  тивӗҫе Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Аслӑ форумра ЧНК  Мӑн Канашне пурӗ  95 хастара суйларӗҫ, вĕсен йышне кĕме И.А.Фомина та тивĕçлĕ пулчĕ.

Чӑваш наци конгресӗ малтанхи пуян опыта усӑ курса,  ҫӗнӗ вӑйпа, хӑватлӑн ӗҫлесе каясса шаннине пӗлтерчӗҫ делегатсем.

ozio_gallery_nano