2021 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче шкул ачисемпе студентсем хушшинче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕтĕм тĕнчери олимпиада иртрĕ. Олимпиадăна хамăр республикăран тата ун тулашĕнчен шкул ачисем пуçтарăннă. Çак тупăшура Тренкасси вăтам шкулĕнче 10 класра вĕренекен Олеся Щербакова тăван чĕлхене тарăн пĕлнипе палăрса призер пулса тăчĕ. Олесьăна саламлатпăр, малалла та пысăк ăнăçусем тума сунатпăр.

ozio_gallery_nano