Нарăсăн 5-мĕшĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне çитрĕç. Кунта вĕсем М.Шкетан ячĕпе хисепленекен Мари халăх театрĕ лартнă Н.Лесковăн «Левша» спектакльне курса савăнчĕç. Юмахри мар, чăн пурнăçри çынсен сăнарĕсем, пурнăçĕ тухса тăчĕç куракансен умне. Мĕнле йывăр вăхăтра та хăйсен таланчĕпе тĕнчене тĕлĕнтерме пултарнă ăстасем…Акă пăрçана (блоха) таканлама пултарнă ăстаçă. Патшапа унăн çыннисене вăл чапа тухма кăна кирлĕ иккен. Çапах та, хальхи пурнăç ыйтнă пек çĕнĕлле лартнă спектакль савăнăçлă вĕçленет.

Спектакле юрă-ташăпа илемлетнĕ. Пăрçа ташланине кăна курма мĕне тăрать. Сцена ăстисен пултарулăхĕпе пурте кăмăллă пулчĕç.

ozio_gallery_nano
Ozio Gallery made with ❤ by Open Source Solutions