Йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çулах нарăсăн пĕрремĕш шăмат кунĕнче шкултан вĕренсе тухса кайнисен тĕл пулăвĕ пулать. Кăçал та пĕр класра вĕреннисем пĕр-пĕрне курас тесе шкула васкарĕç. Ăшшăн кĕтсе илчĕç вĕсене класс ертÿçисем. Малтанах акт залĕнче пуçтарăнса шкулта вĕренекенсен пултарулăхне пăхса савăнчĕç. Шкул директорĕ салам сăмахĕ каларĕ. Вĕренсе тухнисем те хăйсем çинчен сăмах пуçарчĕç, 11-мĕш класар вĕренекенсене вĕренÿре ăнăçу, экзаменсене ăнăçлă тытма сунчĕç. Тĕл пулăвăн иккĕмĕш тапхăрĕ, шăкăл-шăкăл калаçу вĕренÿ пÿлĕмĕсенче тăсăлчĕ.

ozio_gallery_nano