На 2019-2020 учебный год требуются:

  • учитель начальных классов,
  • учитель биологии,
  • учитель технологии.

Пиллĕкмĕш, улттăмĕш классенче вĕренекенсем уроксенче те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те çунатлă туссем çинчен калаçу пуçараççĕ, вĕсен пурнăçĕпе тĕплĕн паллашаççĕ.

Ахальтен туссем тесе каламастпăр иккен эпир вĕсем пирки: мĕн таран пысăк усă кÿреççĕ çак пĕчĕк кăна кайăксем! Çулла тутă-ха вĕсем, чĕпписене те тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсемпе тăрантараççĕ. Хĕлле, çĕр пичĕ юрпа хуплансан, кăнтăра вĕçсе кайман вĕçен кайăксене апат тупма питĕ йывăр. Çерçисем, кăвакарчăнсем, уйăпсем, кăсăясем çынсем пурăнакан çуртсен таврашĕнче апат шыраççĕ. Акă хальхи кăрлач уйăхĕнчи сивĕсенче уйрăмах йывăр çунатлă туссене. Кун çинчен вĕренекенсем манмаççĕ: хĕл ларсан хăйсем туса çакнă сырăшсем çине кĕрпе, шурă çăкăр хурсах тăраççĕ.

ozio_gallery_nano