Раштавăн 20-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентекенсемшĕн чăннипех те чăн пысăк уяв пулчĕ темелле.

Çак кун вĕсем район шайĕнчи VIII мĕш уçă уроксен фестивальне ирттерме Тренкасси шкулне пуçтарăнчĕç. 19 пултаруллă вĕрентекен çÿллĕ шайри уроксем кăтартса хăйсен ăсталăхĕпе палăрчĕç. Тăван чĕлхене вĕрентекенсен фестивалĕ пирĕн шкулта виççĕмĕш хут иртрĕ.

ozio_gallery_nano