Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи вĕренÿ организацийĕсенчи К.В. Ивановăн «Нарспи», М. Федоровăн «Арçури» поэмисем «Чăваш юмахěсемпе халапěсем» кěнекере пичетленсе тухнăранпа 110 çул çитнине, паллă чĕлхеçĕ Иван Андреевич Андреев çуралнăранпа 90 çул тултарнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ чÿк уйăхĕн 29 –мĕшĕнче Кÿкеç шкулĕн акт залĕнче пулса иртрĕ. Пирĕн, Тренкасси шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Олеся Щербакова та çак конкурса хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе палăрчĕ. Мăн кукамăшĕн тĕрри çинчен каласа панине жюри членĕсем виççĕмĕш вырăнпа хакларĕç. Олесьăна саламлатпăр, ăнăçусем сунатпăр!